Ял хуҫалӑхӗ
Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче салат туса кӑларакан савут хута ярасшӑн. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче «Ленинская искра» колхоз председателӗ Аркадий Айдак тунӑ сӑра савутӗнче вырнаҫтарасшӑн. Салат савутне хута ярас ӗҫе Мускаври инвестор Эдуард Захаров хӑйӗн ҫине илнӗ. Хатӗр продукцие «Букет Чувашии» савута ӑсатасшӑн. Тырра вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен туянма палӑртнӑ. Инвестор уйӑхне 1000 пин тонна таран салат туса кӑларма тӗллев лартнӑ. Тури Ачакра салат савучӗ хута кайсан 22-24 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ пулӗ. Палӑртмалла: салата урпа, сӗлӗ, тулӑ пӗрчисене шывра шӑтарса, унтан типӗтсе тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Красная Горка ялӗнчи ҫынсем Правительство ҫурчӗ умне пикета тухма хатӗрленни пирки хыпарланӑччӗ. Кӗскен аса илтерер: вӗсене Китай ҫыннисем сӗт савучӗ тума пуҫтарӑнни пӑшӑрхантарнӑ. Халӑх кӑмӑлсӑрланнине кура вырӑнти алминистраци халӑх итлевӗ пулмассине пӗлтернӗ. Аса илтерер: вӑл ку тӑрӑхра иккӗмеш хут иртмеллеччӗ. Тӳре-шара Красня Горка ялӗ тата федераци ҫулӗ хушшинчи уй-хире китайсене савут тума уйӑрса парасшӑн пулнӑ. Анчах вырӑнти халӑх куншӑн кӑмӑлсӑрланнӑ, ют ҫӗршыв ҫыннисем уй-хире тасамарлатса пӗтерессине пӗлтернӗ. Сӑмах май, Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗнчи халӑх та китайсене хирӗҫ пулнӑ. Унта та халӑх итлевӗ ирттерме палӑртнӑ, кайран пӑрахӑҫланӑ. Муркаш районӗнчи ҫынсем те Китай усламҫисене хӑйсем патӗнчен «хӑваласа» янӑ. Китай ҫыннисем пирӗн патра савут ҫӗклӗҫ-и? Ҫак кунсенче Министрсен Кабинечӗ «Сычуань Рэйлвэй Инвестмент Групп Ко.Лтд» тулли мар яваплӑ обществӑпа «Сычуань – Чӑваш Ен» агропромышленноҫ комплексне туса хурасси пирки» килӗшӳ алӑ пуснӑ. Китай ҫыннисем те парӑнасшӑн мар курӑнать… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура шӑрӑх ҫанталӑк республикӑри уй-хире шар кӑтартни пирки калаҫнӑ. Чылай ҫӗрте ҫӗр типсе кайнӑ, нӳрӗк ҫитмест. Кун пирки ЧР ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Денис Паспеков каласа кӑтартнӑ. Патӑрьелти метеорологи станцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑпрара нӳрӗк ҫук. 4 метеостанцире – Патӑрьелте, Улатӑрта, Шупашкарта тата Пӑрачкавра – типӗ те вӗри ҫил пулнине палӑртнӑ. «Эпир районсене пулма пултаракан тӑкака шутлама, инкеклӗ лару-тӑру режимне йӑшӑнмалли пирки шухӑшлама сӗнтӗмӗр», - тенӗ Денис Паспеков. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку ыйту патне ҫитес эрнере те таврӑнассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Куславкка районӗнчи Минкӗш тата Пакӑш ялӗнче пурӑнакан пыл хурт ӑстисем вӗлле хурчӗ вилнӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче Володя Сотнезов ятлӑ ҫын паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав тӑрӑхри «Вега» тулли мар яваплӑ общество хуратул анине им-ҫамланӑ. Хуҫалӑх хирне 1-мӗш класлӑ пестицидпа эмелленӗ имӗш. Наркӑмӑш сапас пирки, маларах асӑннӑ арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, ял ҫыннисене ял хуҫалӑх предприятийӗ систермен. Пӗлнӗ пулсан вӗлле хурчӗсене вӗсен хуҫисем ирӗке кӑлармастчӗҫ пулӗ. Мӗншӗн каҫпа сапман тесе тарӑхнӑ ҫынсем. Пыл хурт ӑстисем халӗ хуртсем вилнин тӑкакне епле майпа шыраса илмелле-ши тесе пуҫ ватаҫҫӗ. Пост авторӗ Володя Сотнезов предприяти ертӳҫине Рената Будковӑна явап тыттарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Каҫал тӑрӑхӗнче сухаҫӑсен конкурсӗ иртӗ. Ӑмӑрту Комсомольски ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрман уҫланкинче пулӗ. Унта 18 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсемпе арҫынсене чӗнеҫҫӗ. Анчах пурне те мар. Вӗсен паспорт кӑтартмалла. Конкурс умӗн тухтӑр тӗрӗслевӗ витӗр тухма, техника хӑрушсӑрлӑхӗн парвилисене ӑша хывса инструктаж итлеме тивӗ. Ҫаксене пӑхӑнманнисене тата конкурса кая юлса ҫитнисене ӑмӑртӑва хутшӑнтармӗҫ. Конкурс тӗллевӗ тесе вара чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине халӑхра сарасси, лаша спортне аталантарасси, ҫамрӑксене лашана хисеплеме вӗрентесси тесе ӗнентереҫҫӗ. Конкурса хутшӑнакансене ирхи 8 сехетрен 11-ччен шута илӗҫ, медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑларӗҫ. 11 сехетре ӑмӑрту пуҫланӗ. Конкурса районти Акатуя халалланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Тӗрӗссипе, лапсарсене кӑна мар-ха. Ҫывӑхри Шупашкар хулине те, Кӳкеҫ поселокне те, «Юрма» чӑх-чӗп хапрӑкӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ ытти яла та. Ӗнер Шупашкар районӗнчи Чӑркаш тата Ассакасси ялӗнче пурӑнакансем Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе Александр Андреевпа тӗл пулнӑ. Вӗсем хӑнана агрохолдинг кайӑк-кӗшӗк тислӗкне тирпейлекен савут тӑвас ӗҫе чарса лартнине пӗлтернӗ. Каяша вара хире турттараҫҫӗ-мӗн. Хапрӑк хуҫи, Владимир Ермолаев, ҫынсен пӑшӑрханӑвне ӑнланнӑҫи пулнӑччӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫынсем хапрӑка хуптарас тесе петици те ҫырнӑччӗ. Кайӑк-кӗшӗк тислӗкне тирпейлекен предприяти валли «Юрмана» укҫа уйӑрас пирки те пӗлтернӗччӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче унта савут тӑвас ӗҫе кӳлӗннӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Китай пуянӗсем укҫа хывнипе Чӑваш Енре тума палӑртнӑ сӗт-ҫу савучӗ валли Шупашкар районӗнче ҫӗр шыранине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, предприятие малтан Муркаш районӗнче ҫӗклеме шухӑшларӗҫ, кайран Ҫӗрпӳ районне куҫ хывнӑччӗ. Унта та, кунта та хирӗҫлерӗҫ. Савута яхӑнне те ярасшӑн пулмарӗҫ. Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Илпеш ҫывӑхӗнче тӑвассипе халӑх итлевӗ ирттерме палӑртнӑччӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Илпешри ял вулавӑшӗнче йӗркелессине пӗлтернӗччӗ. Анчах итлев иртмӗ иккен. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев (вӑл Кӳкеҫре ӗҫлесе пурӑнать) тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. |
Ял хуҫалӑхӗ
Эх, мӑнтарӑн Китай усламҫисем тесе калас патнех ҫитерет ку хыпар-хӑнар. Китай пуянӗсем укҫа хывнипе Чӑваш Енре тума палӑртнӑ сӗт-ҫу савутне малтан Муркаш районӗнче ҫӗклеме шухӑшларӗҫ, кайран Ҫӗрпӳ районне куҫ хывнӑччӗ. Унта та, кунта та хирӗҫлерӗҫ. Савута яхӑнне те ярасшӑн пулмарӗҫ. Халӗ Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Илпеш ҫывӑхӗнче хӑпартса лартасшӑн иккен. Сӗт-ҫу тирпейлекен савут тӑвас ыйтӑва сӳтсе явас ҫинчен асӑннӑ район хаҫатӗнче пӗлтерӳ пичетленӗ. Унӑн авторӗ — Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Андрей Михайлов. Итлеве ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 15 сехетре Илпешри ял вулавӑшӗнче ирттермелле. Ӑна хатӗрлесе иритерессишӗн явапли тесе Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Татьяна Моткинӑна ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
«Правда ПФО» cӑнӳкерчӗкӗ Китай пуянӗсем Муркаш районӗнче сӗт-ҫу тирпейлекен савут уҫас тесен унтисем шӑв-шав ҫӗкленине Чӑваш халӑх сайчӗ те хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Москакасси тӑрӑхӗнче пурӑнакансем министрсем тӗл пулӑва ялти клуба пырсан та унта пухӑнмасӑр кутӑнлашни те пулнӑччӗ. Ҫапла вара Китай инвесторӗсене вӑл тӑрӑхрисем хӑйсем патне кӗртме килӗшмерӗҫ-килӗшмерӗҫех. Халӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи ӗлӗк «Знамя» совхоз пулнӑ территорире савут тӑвасшӑн-мӗн. Иккӗмӗш Вӑрманкас ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем вара хытах шавлама халех пуҫланӑ. Тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, унтисем ӗҫ вырӑнӗ уҫӑлнине хирӗҫ мар. Анчах Китай пуянӗсем вӑхӑтлӑх килӗҫ те пирӗн ҫӗре пулӑхсӑрлатса хӑварӗҫ тесе шикленеҫҫӗ иккен. Раҫҫейпе Китай килӗштерсе ӗҫленин ырлӑх-пурлӑхӗ пирки хӑйсене ӑнлантарнине вӗсем хӑлхана та чикесшӗн мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ял хуҫалӑх специалисчӗсем лайӑхах мар хыпар пӗлтереҫҫӗ: Чӑваш Енри акса хӑварнӑ тӗш тырӑ калчи хӑрушлӑхра. Уйсене фитосанитари тӗрӗслевӗ тунӑ хыҫҫӑн уй пӑрҫи ӗрчени палӑрнӑ. Пӗр тӑваткал метр лаптӑк ҫинче 30-40 штук пулни хӑрушах мар-ха, анчах уйсенче сӑтӑрҫӑсем нормӑран ытларах-мӗн. Кунашкал лару-тӑру пур районта та тенӗ пекех хуҫаланать. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ уй пӑрҫисен ӗрчемелли тапхӑр пуҫланнӑ, ҫавна май мерӑсем йышӑнмалла. Уй пӑрҫи пӗрре ерсен уйӗпех сӑтӑр тӑвать. Вӗсем сиенлӗ сӑтӑрҫӑсем шутланаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |